Паян Кӳкеҫри ҫар ӗҫ комиссариачӗн ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Ӑна Александр Кочурова, асӑннӑ районта ҫар ӗҫ комиссарӗ пулса чылай ҫул тӑрӑшнӑ ҫынна, сума суса хатӗрленӗ.
Асӑну хӑми вырнаҫтарни ҫинчен Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов Инстаграмра хыпарланӑ.
Александр Кочуров Кӳкеҫре чылай ҫул тӑрӑшрӗ. Малтан Шупашкар районӗнчи ҫар ӗҫ комиссариачӗ пулса, кайран пӗр вӑхӑт урӑх ҫӗрте тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн каллех унта таврӑнчӗ. Вӑл вӑхӑта Шупашкар районӗнчи ҫар ӗҫ комиссариатне Сӗнтӗрвӑрри районӗпе пӗрлештернӗччӗ. Вӑл кӑҫалхи ҫул уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Александр Кочуров 1956 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Канашра ҫуралнӑ. Хусанти аслӑ танк училищинче вӗреннӗ. Германире ҫар службинче, унтан Афганистанра пулнӑ. 1982 ҫултанпа вӑл Чӑваш Енри ҫар ӗҫ комиссариачӗсенче тӑрӑшнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер поселокӗнче вырнаҫнӑ «Солнечный берег» (чӑв. Хӗвеллӗ ҫыран) санаторире пушар тухнӑ. Унтан 240 ҫынна эвакуацилеме тивнӗ.
Пушар ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 22 сехет тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Вут-ҫулӑм бассейнӑн ӗҫ пӳлӗмӗсенчен пӗринче тухнӑ. «Хӗрлӗ автан» стенана тата маччана сиенленӗ.
МЧСӑн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑлавҫӑсем ҫитиччен санаторирен 240 ҫынна эвакуациленӗ, никам та шар курман.
12 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи пушара 20 минутра сӳнтернӗ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Чӑваш Республиин Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов педагогсемпе тата преподавательсемпе кӑшӑлвирусран прививка тӑвассипе профилактика ӗҫне ирттермелли пирки чӗнсе каланӑ. Ун пирки вӑл ӗнер Шупашкар районӗнче ирттернӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ.
Вячеслав Борисов палӑртнӑ тӑрӑх, прививка туманнисем учреждени ӗҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ, лару-тӑру япӑхсан вӗренӳ заведенийӗсене карантина хупма пултараҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче халӑхӑн 49,8 проценчӗ кӑшӑлвирусран прививка тунӑ. Район пульници ырӑнти ял тӑрӑхсемпе видеоконференцҫыхӑну мелӗпе эрнесерен канашлу ирттереҫҫӗ, лару-тӑрӑва тишкереҫҫӗ-мӗн.
Тусу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр тенӗ ваттисем. Те тус пулнӑ ӗнтӗ вӑл, те пӗлӗш ҫеҫ — калаймӑпӑр. Анчах пӗлӗшне вӑл хур тунӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шупашкаркасси ялӗнчи пӗр килте 38 ҫулти арҫын пулнӑ. Ӳсӗр ҫын унтан пушӑ алӑпа тухса кайман. Вӑл ылтӑн-кӗмӗл ҫаклатса тухнӑ. Пурӗ 28 пин те 323 тенкӗлӗх.
Халӗ ҫав арҫын тӗлӗшпе прокуратура айӑплав ҫирӗплетнӗ. 38 ҫулти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «в» пункчӗпе айӑплаҫҫӗ. Вӑл статьяпа ҫынна 5 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать. Пуҫиле ӗҫе Шупашкар район судне ярса панӑ.
Паян 18 сехет те 20 минутра Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнче ферма ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хура тӗтӗм пӗлӗтелле палкаса хӑпарнӑ. Урамра та ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ.
Мӗнле ферма ҫуннӑ? Ҫулам мӗнрен тухнӑ? Хальлӗхе кун пирки тулли информаци ҫук.
Хыснаран 20 миллион тенкӗ ытла укҫа хывса баскетбол тата футбол лапамӗсем, чупса ҫӳремелли ҫулсем тунӑ, мини-футбол лапамӗ, тренажёрсем вырнаҫтарнӑ. Тренажёрсем айӗнче резинӑран сий сарман пирки ӳксе аманас хӑрушлӑх пысӑк.
Строительсем ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн физкультура урокӗнчи ачасене строительствӑран юлнӑ ҫӳп-ҫапа тата вак чула пуҫтарма илсе тухнӑ. Ку вӑл пӗлтӗр пулнӑ. Шупашкар районӗнчи Атайкассинчи стадиона кӑҫал та йӗркене кӗртсе пӗтереймен-ха.
«Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх пӗлтернине ӗненсен, строительсем ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламан. Симӗс курӑк ешермелли вырӑнта, ҫав шутра футбол лаптӑкӗнче те, кирпӗч выртать тата хытхура ашкӑрать.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче вырӑнти ял тӑрӑхӗ подрядчик патне кӑлтӑка пӗтерме ыйтса ҫырупа тухнӑ-мӗн-ха. Утӑ уйӑхӗнче ҫӗре тикӗслеме тытӑннӑ, ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Стадиона симӗслетес енӗпе те ыйту пур. Лартма палӑртнӑ 150 чӑрӑшран пиллӗкмӗш пайӗ ҫеҫ пур, вӗсем те хут ҫинче малтан палӑртнинчен лутрарах иккен.
Кунта мӗнех хушса калайӑн? Ӗҫе йӗркеллӗ вӗҫлеменнине курса тӑрсах ӑна алӑ пусса йышӑннӑ тӳре-шарапа специалист мӗнпур ыйту хуравне пӗлет пулинех.
Пӑтӑрмаха таҫта та ҫакланма пулать ҫав. Шупашкарти ҫулланнӑ хӗрарӑм, ав, дачӑна кайсан аманнӑ. Вӑл карта хӳминчен тухса тӑракан пысӑк тимӗр пӑта ҫине пуҫӗпе тӑрӑннӑ. Пуҫне амантнӑ хӗрарӑма икӗ службӑн пулӑшма тивнӗ. Малтан — Чӑваш Респуликин шыравпа ҫӑлав службин, кайран — тухтӑрсен.
Инкек утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 17 сехет те 10 минутра Шупашкар районӗнчи Вӑрманкасси ялӗнчи «Юбилейное» сад юлташлӑхӗнче пулса иртнӗ. Вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем гидроинструментпа пысӑк тимӗр пӑтана касса илсе ватӑ хӗрарӑма карта ҫумӗнчен хӑтарнӑ, унтан васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енре аҫа ҫапнине пула 5 пушар пулнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ – нумай хваттерлӗ ҫуртра.
Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 30-мӗш тата 32-мӗш ҫуртсенче ҫиҫӗме пула тӗпелти техника сиенленнӗ.
Шупашкар районӗнчи Вӑрӑмту ялӗнче ҫурта аҫа ҫапнӑ. Пӳрт тӑрри тата шалти отделка сиенленнӗ. Красноармейски районӗнчи Дворик ялӗнче те ҫурта аҫа ҫапнӑ. Йывӑҫ пӳрт кӗле ҫаврӑннӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӗрмер ялӗнче 1 тонна утӑ хунӑ сарай ҫунса кайнӑ.
Ӗнер пирӗн республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫуса иртнӗ, вӑйлӑ ҫил тухса кайнӑ хыҫҫӑн 11 районти 33 ял ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫутҫанталӑка пула 2763 ҫуртра ҫутӑ сӳнсе ларнӑ.
Пӑрачкав салинче, тӗслӗхрен, Сад урамӗнче йывӑҫ ӳксе ҫутӑ пӑралукне татса пӑрахнӑ, Яшин урамӗнче трансформатор подстанцине аҫа ҫапнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унти 12 урам ҫутӑсӑр юлнӑ.
Паянхи, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи, ир тӗлне Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчи 14 ялта ҫутӑ пулман. Вӗсенчи 1244 ҫуртра ҫынсем электричествӑсӑр лараҫҫӗ. Ҫутӑ парассине кӑнтӑрла тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче те аслатиллӗ ҫумӑр, вӑйлӑ ҫил хыҫҫӑн республикӑри хӑш-пӗр вырӑнта ҫутӑ сӳнсе ларнӑччӗ. Ун чухне 17 пин ҫын ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Шупашкар районӗнче 47 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ҫакна пӗр ялтах пурӑнакан 55 ҫулти арҫын тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ ҫапларах: утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 17-19 сехетсенче 47-ри арҫын 55-ри пӗлӗшӗпе Чӑрӑшкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗве патӗнче пулнӑ. Вӗсем эрех ӗҫнӗ, хирӗҫсе кайнӑ. Аслӑраххи кӗҫӗннине кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ кӗске вӑхӑтран вилнӗ.
Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |